Меню
16+

Электронная газета Аургазинского района «Аургазета» — новости, анонсы, объявления

02.09.2021 20:43 Четверг
Категория:
Тег:
Если Вы заметили ошибку в тексте, выделите необходимый фрагмент и нажмите Ctrl Enter. Заранее благодарны!

ФОРМУЛА УСПЕХА СОВРЕМЕННОГО ДИРЕКТОРА

О директоре лицея села Толбазы Ларисе Васильевой пишет газета "Голос Урала"

Паянхи шкул директорĕн çитĕнÿ формули

- Пурнăçра тата мĕнле ĕçсем тума ăнтăлатăп? Ку ыйтăвăн хуравĕсем темиçе‚ анчах вĕсем пĕрешкел пулĕç: кирек хăш ĕçшĕн те яваплă пулни‚ хама çывăх çынсемшĕн‚ çемьешĕн‚ юлташсемшĕн кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ туйни‚ тивĕçлĕ те ăнăçлă пурнăç пурăнса ирттересси‚ — тесе хуравларĕ Лариса Дмитриевна.

Унăн шухăшĕпе кашни çын пурнăçра çитĕнÿ тума ĕмĕтленет. Çитĕнĕвĕн виçи‚ çулĕ вара кашнийĕн тĕрлĕ пулма пултарать. Л.Д. Васильева — учительсен династийĕнчен. Ашшĕ енчен пурте математиксем пулнă: аслашшĕ (хăй вăхăтĕнче чиркÿпе приххут шкулне пĕтернĕ‚ ывăлĕсене 7 класс задачисене шутласа пама пулăшнă)‚ ашшĕ (физмат‚ тетĕшĕсем (физмат)‚ пиччĕшĕ‚ Лариса Дмитриевна‚ мăшăрĕ тата хĕрĕ — пурте физиксем те математиксем. Кунта пултарулăх йăх-несĕл урлă куçни пирки пĕр иккĕленÿ те çук.

Ачалăхра Лариса Васильева иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕсемпе час-часах шкулла вылянă. Çавăн чухнех хĕр ача хăйне учитель профессинче курнă. Пурнăçĕ те çапла йĕркеленнĕ. Лариса Дмитриевна — вĕрентекен. Кепеç ялĕнчи шкулта çулталăк хушши математика учителĕ пулса ĕçленĕ хыççăн пултаруллă специалиста директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă. Çак должноçра вăл 30 çул тăрăшнă.

Хăйĕн профессине чунтан парăннă‚ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне шутланакан хĕрарăм кашни вĕрентекене методика енчен пулăшу панă. Пултаруллă педагог паянхи кун та çак ĕçшĕн тунсăхлать. Анчах пурнăçне улшăнусем кĕртнишĕн пĕртте ÿкĕнмест. Вăл яланах паянхи саманапа пĕр утăмлă пулма тăрăшать‚ педагогика тата методика канашлăвĕсене ирттерме çĕнĕ технологисем шыраса тупать.


- Ман шутпа‚ вĕрентекен хăй ялан вĕренсен‚ квалификацине ÿстерсен‚ харпăр хăй тĕллĕн ăс пухсан çеç ĕçре ăнăçусем тума пултарать. Мĕншĕн тесен шкул тĕнчи — чĕрĕ‚ ялан улшăнса та çĕнелсе тăракан организм‚ — тет хĕрарăм-директор.


Çитĕнÿ формулин историйĕ çакăнтан пуçланать. Лариса Дмитриеван ĕçтешĕсемпе Интернет сечĕ урлă çыхăну тытмалла пулнă. Вăл вăрах шухăшламасăр Пĕтĕм Раççейри Педканаш-интернет сайтра регистраци иртнĕ. Унта тĕрлĕ кĕтесре пурăнакан вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă‚ дистанци мелĕпе пĕлÿ парассине алла илнĕ‚ çĕнĕ квалификаци туянма пултарнă.

Пĕлÿ çуртне пултаруллă директор çумĕ ертсе пынипе коллектив «Команда2команда» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен педагогсен турнирне хутшăннă. «Умные и веселые» ушкăн 5 вĕрентекенрен тăнă. Педсовет.ру сайтра вĕрентÿ пособийĕ‚ заняти тата тĕпчев тăратнă хыççăн 2011 çулта команда педагогсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Мала тухнисене Мускав хулинче иртекен çĕнтерÿçĕ-ушкăн форумне хутшăнма йыхравланă. 2012 çулта çав командах «Содружество. Сотворчество. Сообразование» вĕрентÿ деятелĕсен халăхсен хушшинчи фестивале хутшăннă. Форумра ентешĕмĕрсем «Ачасен класс тулашĕнчи ĕç-хĕлне йĕркелессинче интернет-технологисемпе усă курни» темăпа мастер-класс ирттернĕ.

Авăркас тăрăхĕнчи Кепеç ялĕнчи вăтам шкулта вăй хуракан вĕрентекенсем Пĕтĕм Раççейри педагогсен опычĕпе паллашма Мускава кайса çÿресси йăлана кĕнĕ. Асăннă шкулта Лариса Дмитриевна 2015 çулччен ĕçленĕ. Çуллахи мастерскойсем‚ форумсем‚ конференцисем педагогсен пĕлĕвне пуянлатма‚ Кепеç шкулĕнчи çĕнĕлле ĕçлекен учительсене тупса палăртма пулăшнă.

Пурнăç улшăнса пынă. Кепеç ялĕнчи шкула оптимизациленĕ. Асăннă шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем лайăх кăтартусемпе савăнтăрнă: ОБЖ предмечĕпе 5 çул хушшинче 4 призер «çитĕнтернĕ». Анчах Л.Д. Васильеван филиал заведующийĕн е районти чи пысăк вĕрентÿ учрежденин‚ Толбазă ялĕнчи лицей директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлассине суйласа илмелле пулнă. Асăннă лицейра 100 çын ĕçленине‚ 800 ача ăс пухнине палăртса хăвармалла.


- Эпĕ нумай шухăшларăм‚ канашларăм‚ сÿтсе яврăм. Лицей директорĕ пулма килĕшрĕм. Мана Кепеç ялĕнчи шкулта ĕçленĕ чух пурнăçа кĕртмен шухăшсем канăç памарĕç. Унсăр пуçне директор çумĕн ĕçĕ кăштах ывăнтарчĕ пулмалла... «Ĕç пур‚ эсĕ мĕнле ĕçлеме пултарнине кăтартса пар» терĕм хама хам, — уçăмлатрĕ Толбазăри лицей директорĕ.


Лариса Васильева ĕçĕн çĕнĕ тĕсне пĕтĕмпех парăннă. Çур çул хушшинче тăрăшуллă ертÿçĕ ачасен апатланăвне тивĕçлĕ шая çитернĕ. Олимпиада юхăмне ачасене явăçтарассипе çыхăннă опыт пулнă пирки вăл тÿрремĕнех предметсем илсе пыракан вĕрентекенсемпе тачă ĕçлеме тытăннă. ОБЖ предмечĕпе олимпиадăсене хутшăннă опыта шута илсе лицейра вĕренекен Алмаз Алимбекова олимпиадăсене явăçтарма суйласа илнĕ. Арçын ача 2016 çулта муниципаллă тапхăрăн çĕнтерÿçи‚ регион призерĕ пулса тăнă. 2017 çулта Алмаз регион тапхăрĕнче мала тухнă‚ Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин пĕтĕмлетÿ тапхăрĕн призерĕ пулнă.

Çапла майпа асăннă предметпа иртекен олимпиадăсен çĕнтерÿçисем çулсерен ÿссе пынă. 2021 çул — чи тухăçли. Регион шайĕнче иртекен ăмăртура 3 ача çĕнтерÿçĕ тата 9-шĕ призер ятсене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсем Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин пĕтĕмлетÿ тапхăрне хутшăннă.

ТПЭ (ОГЭ)‚ регион олимпиадисен‚ ППЭ (ЕГЭ) кăтартăвĕсем тăрăх‚ лицей 2015-2017 çулсенче Раççейре выпускниксене çÿллĕ шайра хатĕрлекен чи лайăх 200 ял шкулĕ шутне кĕнĕ‚ 2017 çулта — чи лайăх 300 шкул‚ 2018 çулта — регионти чи лайăх 30 шкул.

Паллах‚ вĕрентекенсене професси конкурсĕсене‚ наукăпа практика конференцийĕсене явăçтарма çăмăлах пулман. Çак ĕçре Лариса Дмитриевнан тĕслĕхĕпе наука ĕçĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăвармалла. 2004 çулта вăл информатика никĕсĕ çинче кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Л.Д. Васильева — 30 сборник‚ темиçе пичет кăларăмĕн авторĕ. Паянхи кун та лицей директорĕ çак ĕçе пăрахмасть. Ахальтен ылтăна пĕрчĕн-пĕрчĕн пухаççĕ тесе каламаççĕ. Çапла майпа статьясем çырас ĕçе кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем‚ предметсем илсе пыракансем те хутшăнма тытăннă. Сăмахран‚ вырăс чĕлхипе литература учителĕ «Педагог-тĕпчевçĕ — 2016» регион конкурсне хутшăннă. Хутшăннă кăна мар‚ çĕнтернĕ те.

Лариса Дмитриевна вара Кепеç ялĕнчи шкулта пуçланă ĕçне малалла тăснă. Вĕрентекенсен коллективĕ çулсерен регион тулашĕнче иртекен конгрессене‚ çавра сĕтелсене‚ регионсем хушшинчи тата Пĕтĕм Раççейри конференцисене пуçаруллă хутшăннă. Вĕсем 4 çул хушшинче Мускав хулинче 4 хутчен тата Санкт-Петербургра 3 хутчен пулнă.

Унсăр пуçне вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ.


- Вĕсем мана лицея ертсе пыма шанчĕç‚ мĕнпур шухăшсемпе проектсене ырласа йышăнаççĕ. Хама пысăк çын пек тытмастăп. Эпĕ вĕсемпе пĕр тан пулма тăрăшатăп. Лицейра сиксе тухнă ыйтусемпе пурăнатăп‚ — чунне уçса каласа парать пĕлÿ çурчĕн хуçи.


2018 çулта лицей ятĕнчен «Пушкăртстанăн çулталăк вĕрентекенĕ — 2018» регион конкурсне 3 вĕрентекен хутшăннă. Чи лайăх учительсенчен ĕç ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Конкурс кăтартăвĕсем пурне те савăнтарнă: «Хамăн чĕрене ачасене паратăп» номинацире медаль‚ конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификат. Çакă ял шкулĕшĕн пысăк çитĕнÿ пулса тăнă.

Тепĕр канăç паман ыйту — пысăк шкул хуçалăхне пăхса-тирпейлесе тăрасси. Анчах çак ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрса паман‚ памаççĕ те. Çавăнпа директорăн çулсерен хăйсем тĕллĕн укçа тăвассипе çыхăннă ыйтăва татса пама тивет.

Лицейра тÿлевлĕ вĕрентÿ курсĕсем — пулас пĕрремĕш класс ачин шкулĕ — йĕркеленĕ. Çулталăк хушшинче самаях укçа-тенкĕ тума пулать. Унăн пĕр пайĕ вĕрентекенсен ĕç укçине хывăнать‚ тепринпе пурлăх никĕсне çирĕплетеççĕ.

Л.Д. Васильева директор пуканне йышăннă вăхăтра шкулта кивĕ сĕтел-пукан‚ компьютер техники пулнă. Паллах‚ çакă та хăйĕн ĕçне чунтан парăннă хĕрарăма канăç паман. Вăл тăрăшнипе лицей валли çулсерен 3-4 проектор‚ кĕçĕн классем валли 2-шер комплект сĕтел-пукан туянаççĕ. Унсăр пуçне шкулăн ăш-чикки те улшăнусем ыйтнă. Чăн малтан фойене анлăлатнă‚ гардеробпа буфета куçарнă. Çапла майпа шкула кĕмелли вырăна пысăклатнă. Çулсерен шкул хăйĕн укçи-тенкипе юсав ĕçĕсем туса ирттерет. Çак ĕçе пурнăçлама ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен укçа пухмаççĕ. Тăрăшса ĕçленин çимĕçĕ — Толбазăри лицей иккĕмĕш çул «Çулталăк шкулĕ» («Школа года») район конкурсĕн çĕнтерÿçи.

Директорăн ĕçĕ нихăçан та вĕçленмест. Татса памалли ыйтусем чылай. Апла пулин те Лариса Дмитриевна тĕрлĕ конкурссене хутшăнма питĕ кăмăллать. Сăмахран‚ вăл 2017 çулта Ĕпхÿ хулинче «2017 çулхи хĕрарăм директор» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регион шайĕнчи тапхăрне хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.


- Мĕнпур проектсем пирки килте‚ каçхи вăхăтра‚ шухăшлатăп. Ирхине ĕçтешсемпе канашлатăп. Вĕсем пурнăçа кĕрсен савăнатпăр. Кăтартусем пулмасан алă усмастпăр. Паян пулмасан‚ ыран тума пулĕ. Маншăн мĕн вăл çитĕнÿ? Ку — ачасен‚ вĕрентекенсен‚ ашшĕ-амăшĕсен çитĕнĕвĕ. Тен‚ хăçан та пулин эпĕ хама «лăплан, эсĕ ăнăçлă» тесе калăп. Анчах ун чухне эпĕ «ĕçшĕн» çеç ĕçлеме пултараймăп. Маншăн лицей çитĕнÿ территорийĕ пулмалла! — хăйĕн профессине чунтан юратнине тепĕр хут çирĕплетрĕ Лариса Дмитриевна.


Ирида НОВИКОВА.

Присоединяйтесь к обсуждению в нашей группе ВКонтакте

Добавить комментарий

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные и авторизованные пользователи. Комментарий появится после проверки администратором сайта.

345