Меню
16+

Электронная газета Аургазинского района «Аургазета» — новости, анонсы, объявления

30.09.2020 11:46 Среда
Если Вы заметили ошибку в тексте, выделите необходимый фрагмент и нажмите Ctrl Enter. Заранее благодарны!

ЧĂВАШ ПУЛНИПЕ МĂНАÇЛАНĂР!

В преддверии Дня учителя директор школы деревни Новофёдоровка Аургазинского района дал интервью газете "Голос Урала"

Паянхи кун шкулсенче арçын вĕрентекенсене питĕ те сайра куратăн. Çакна тĕрлĕ сăлтавсемпе ăнлантарса пама пулать. Эпир вĕсем çинче чарăнса тăмăпăр, анчах та Вĕрентекенсен кунĕ çывхарса килнĕ май Авăркас районĕнчи Çĕньял шкулĕн директорĕпе Николай Глуховпа тĕл пулса калаçма кăмăл турăмăр.

- Николай Михайлович, сирĕн пурнăçăр шкулпа çыхăннă, чылай çул шкул директорĕ пулса вăй хуратăр.

- Институт пĕтернĕ хыççăн урăх профессипе те ĕçлеме май пурччĕ, таçта та чĕнчĕç, анчах эпĕ учитель ĕçне суйласа илтĕм. Вĕрентекен ĕçĕ вăл çут тĕнчере чи кирли. Çакăн пек легенда та пур. Учитель çуралсан унăн сăпки патне виçĕ пирĕшти вĕçсе çитнĕ тет. «Эсĕ пулăн чи ăсли» тенĕ пĕрремĕшĕ — мĕншĕн тесен хăвăн пĕтĕм пурнăçунта эсĕ çынсене вĕрентетĕн. «Эсĕ чи илемли пулăн» тенĕ иккĕмĕш, мĕншĕн тесен санăн пурнăçу ĕмĕр çамрăклăхпа илемлĕх хушшинче пулĕ. Виççĕмĕшĕ «эсĕ пулăн чи телейли» тенĕ, мĕншĕн тесен çынсене телейлĕ те ăслă тăвасси вăл — пысăк тĕлĕнтермĕш тата савăнăç».

- Студент пурнăçне аса илер-ха. Вĕсем еплерех иртсе кайрĕç тата мĕнпе асра юлчĕç?

- Студент пурнăçĕ вăл çавăн пек вăхăт: хăшĕ-тĕр ăна кулă-савăнăçпа аса илет. Пирĕн вĕсем питĕ лайăх иртнĕ тесе шутлатăп. Пĕтĕмпех ĕлкĕрсе пынă. Лекцисемпе семинарсене пĕрре те сиктермен, институт тата республика шайĕпе иртекен конференцисене, мероприятисене хутшăннă. Театра та çÿренĕ, кашни юн кун иртекен «Туссем» дискотекăран та юлман. Радиопа чăвашла «Телей» ятлă радиокăларăм та ертсе пыраттăм, «Урал сасси» хаçатпа тачă çыхăну тытса хамăн материалсене пичете кăлараттăм. Вăхăта пĕрре те пушă ирттермен.

- Пĕрле вĕреннисемпе çыхăнăва çухатман-и?

- Эпир вěреннě вăхăтра пěр-пěринпе питě туслăччě. Çав туслăха упраса хăвартăмăр. Паянхи кун Раççейěн тěрлě кěтесěсене саланса пěтрěмěр пулсан та пěр-пěрне манса каймастпăр. Тачă çыхăну тытмашкăн ку чухне тěрлě соцсетьсем пулăшаççě. Ватсапра ятарлă ушкăн та йěркелерěмěр.

- Хальхи вăхăтра эсир ăçта тата кам пулса ĕçлетĕр?

- Çĕньял шкулĕнче директор пулса тăрăшатăп. Ку должнăçра 2006 çултанпах ěнтě. Предметсем те илсе пыратăп — вырăс чěлхипе литератури, историпе обществознани предмечěсене вěрентрěм, халь виççěмěш çул — чăваш чěлхипе литературине. Нумай çул хушши Обрнадзорăн эксперчě пулнă май республикăри тěрлě хуласемпе районсенчи шкулсенче пулса куратăп.

- Паянхи кун шкул директорĕ пулса ĕçлеме мĕнлерех-ши?

- Çăмăл мар. Яваплăх питĕ пысăк. Анчах та йывăрлăхпа яваплăхран хăрамастăп. Тĕрлĕ ĕç нумай, ытларах хутпа çыхăннисем, пурне те пурнăçласа ĕлкĕрмелле. Директор должноçĕ ялта чи хисеплисенчен пĕри. Паян вăл ертÿçĕ те, экономист та, менеджер та пулмалла...

- Эсир вырăс тата чăваш чĕлхи учителĕ. Чăваш чĕлхин шăпи пирки мĕн шутлатăр? Сирĕн, тен, мĕнле-тĕр сĕнÿ-канаш пур?

- Питě шел, паян ял ачисем те ытларах вырăсланса пыраççě. Ашшě-амăшě килте пěр-пěрин хушшинче чăвашлах калаçаççě пулсан та, ачисем — вырăсла. Паллах, ачисене чăвашла вěрентмен тесе айăплама та пулать вěсене. Ытларах чухне çакна илтетпěр те ěнтě. Анчах та тарăнрах шухăшласа пăхсан проблема анлăланать. Интернетпа телевидени анлă сарăлни хăйěн çимěçне паратех. Пěчěк ача кунсерен вырăсла мультфильмсемпе киносем курса ӳссен, паллах, çав чěлхене хăнăхать, вěренет. Урама выляма тухсан та ун çулěнчи ытти ачасем вырăсла калаçаççě, ача садěнче те çавах...Патшалăх чěлхине лайăх пěлни кирлě, анчах атте-анне калаçакан чěлхене манмалла мар. Ку — чěлхен малашлăхě, халăхăн пуласлăхě. Ачасене шкулта яланах аçăр-аннěрсене юрататăр, хисеплетěр пулсан тăван чěлхене те юратăр тетěп. Мăн асаттесем мěн чухлě йывăрлăх витěр чěлхене пире валли упраса хăварма пултарнă, енчен те эпир ăна пěтерсе хурсан вěсем пире каçармěç, тетěп. Нумайрах чăвашла çырнă кěнеке, хаçат-журнал вулама, чăваш юрри-кěввипе кăсăкланма тата чăваш наци телевиденин кăларăмĕсене пăхма сěнетěп.

- Шкул пĕтерекен яшсемпе хĕрсене, студентсене мĕн суннă пулăттăр?

- Пурне те çирěп сывлăх. Вăл пулсассăн пур тěллев-ěмěте те пурнăçлама пулать. Хам пĕлÿ илнĕ Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалне «Тăван (чăваш) чĕлхипе литература, ют чĕлхе» направление те суйласа илсе вĕренме кĕме сĕннĕ пулăттăм. Чăваш чěлхине юратăр, чăваш пулнипе мăнаçланăр.

ЛАРИСА КОРОТАЕВА калаçнă.

Авăркас районĕ.

Присоединяйтесь к обсуждению в нашей группе ВКонтакте

Добавить комментарий

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные и авторизованные пользователи. Комментарий появится после проверки администратором сайта.

184