Меню
16+

Электронная газета Аургазинского района «Аургазета» — новости, анонсы, объявления

09.10.2020 22:25 Пятница
Категория:
Если Вы заметили ошибку в тексте, выделите необходимый фрагмент и нажмите Ctrl Enter. Заранее благодарны!

ЧĂН ЧĂВАШ, ПАТРИОТ, ВĔРЕНТŸÇĔ ПУРĂНАТЬ ЮЛАМАН ЯЛĔНЧЕ

О жизни и творчестве аургазинского писателя и поэта Александра Савельва-САС написала чувашская газета "Голос Урала"

Сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăвашсен паллă çыравçи, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Александр Савельев-САС хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Хисеплĕ çыннăмăра çак паллă датăпа саламлас шутпа Наумьел тата Юламан ялĕсенчи культура çурчĕн ĕçченĕсемпе пĕрле çыравçă килнех кайрăмăр.

Александр Сергеевич Пушкăнстанри Авăркас районне кĕрекен Юламан ялĕнче çуралнă, вырăнти çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ хыççăн район центрĕнчи вăтам шкула çул тытнă, анчах унта вăрах вĕренме май килмен, салтак ячĕ тухнă. Хĕсметре виçĕ çул пулнă хыççăн тин çак шкулта вăтам пĕлÿ илме май килнĕ. Каярах, ĕçленĕ вăхăтрах, Çтерлĕ пединститутĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухнă. Чылай çул хушши райхаçатра тăлмачăра, редактор çумĕ, вунă çул ытла республикăри «Урал сасси» хаçат корреспонденчĕ пулса вăй хунă.

Александр Савельев ытларах ачасем валли çырать. Вĕсене халалласа 10 повесть тата нумай сăвă-калав хайланă. Малтанхи сăввисемпе калавĕсем иртнĕ ĕмĕрти аллăмĕш çулсен вĕçнелле район хаçатĕнче кун çути курнă. Каярахпа Шупашкарти «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар»), «Çамрăк коммунист», «Пионер сасси» хаçатсенче, литература журналĕсенче пичетленме пуçлаççĕ. «Автан çиетпĕр арăмпа» пĕрремĕш кĕнеки 1973 çулта кун çути курнă.

Пултаруллă çыравçа Пушкăрт АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе наградăланă. Çавăн пекех вăл — РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, М.Трубина, Г. Ибрагимов, Ф.Карим ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Район администрацийĕ ăна «Авăркас районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă. Çыравçă хальхи вăхăтра тăван ялĕнче ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Калаçса татăлнă вăхăта Юламана наумьелсем, Анатолий Матвеевпа Федор Яковлев культура çурчĕн ĕçченĕсем, Ольга Матвеева библиотекарь, килсе çитрĕç. Вĕсене вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем Елизаветăпа Алена Федоровасем кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн пурте чăваш костюмĕсем тăхăнса, маскăсем çыхса (кăшăлвируса пула), шăкăлтатса калаçса Пушкăрт кассине Александр Сергеевича 88 çул тултарнă ятпа саламлама тухса утрăмăр.

Пире шур сухал хапăл тусах кĕтсе илчĕ. Шÿтлесе калаçма тытăнчĕ: «Нинука та халĕ палламастăп, эсир Шупашкарсем мар-и?» — тесе илчĕ. Эпир салам сăмахĕсем калас тенĕ вăхăтра телефонпа шăнкăравларĕç. Çак самантра Александр Сергеевича «Урал сасси» хаçат редакторĕ Юрий Михайлов саламланă иккен.

Эпир те хумхансах сумлă çыравçă ячĕпе ăшă сăмахсем каларăмăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çĕнĕ сăвă-калавсем çырма хавхалану тата ăнăçу сунтăмăр. Эпĕ кĕске кăна сăвă вуларăм:

Яташлă( этаж) çурт вăл

лартман

Вăйĕ çитнĕ пулсан та:

«Эп — çĕр çынни, виличчен,

Ман çĕре çывăх пулмалла»-

Тет мана Сани пичче.

(ялта çапла чĕнеççĕ)

Пушкăрткас урамĕнче

Урам урлă лараççĕ-çке

Пирĕн çуртпа вĕсен çурчĕ.

Эпĕ Сани пиччене

Чÿречинченех курнă

Çавра сĕтел хушшинче

Сăвă «шăрçаланине».

Каç кÿлĕм куян сÿни

Курăннă-çке хăш чухне,

Сăвăç сунарçă пулни

Паллă ĕнтĕ пурне те.

Нихăçан хупă пулман

Вĕсен чÿрече карри.

Уçă кăмăллă çынна

Ма кирлĕ-ха пытанни?

Пăхнăран чÿречинчен

«Чирлерĕм» ун чирĕпе-

Сăвă çырап çĕрĕпе…

«Çапла, Нинук, сăвă чирлетет те, сыватать те», — терĕ мана Сани пичче. Юламан ялĕн культорганизаторĕсем: «Эпир ĕçе кайнă чухне те, гастрольсенчен çĕрле таврăннă вăхăтра та сирĕн чÿречĕрте çутă çунтăр» — терĕç. Наумьелсем те ял-йыш ятĕнчен салам сăмахĕсем каларĕç.

Эпир сумлă çыравçа Анатолий Никитин çырнă «Тăванлăх юрри» юрăпа та саламларăмăр. Вăл пирĕн костюмсем çине пăхса: «Эпир — чăвашсем — çи-пуçпа та, ăспа та никамран кая мар. Упрар тăван чĕлхене, аталантарар. Атте-анне чĕлхи çич ĕмĕр, эп сансăр хăрăк тунката. Чĕлхе пулсассăн та чĕлхесĕр, эп суккăр, куç пулсассăн та», — терĕ Александр Сергеевич пире асăнмалăх хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ май. Тав сăмахĕсем каларĕ. Юлашкинчен пурне те ырă çул сунса ăсатса ячĕ.

Чăн чăваш, патриот, вĕрентÿçĕ

Пурăнать Юламан ялĕнче.

«Кам?» — тесен:

«Вăл Савельев-САС» — теççĕ,

Мухтанаççĕ сăмах ăстипе, — тет Лидия Шурçăл сăвăçă А.Савельев çыравçăн ĕçĕсене хак панă май. Эпир те çак йĕркесемпе килĕшсе тăвăллăн алă çупма хатĕр.

Нина ФЕДОРОВА

Авăркас районĕ, Юламан ялĕ.

Добавить комментарий

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные и авторизованные пользователи. Комментарий появится после проверки администратором сайта.

58